grandov.ru страница 1
скачать файл
Муркаш районӗнчи культура учрежденийӗсем пичетре
(2009 ҫулхи I квартал)
Культура

Андреева А. Е. Кирлӗ кӗнеке пулӗ / Алевтина Евстафьевна Андреева // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. – 2009. – 17 январь (№ 4). – С. 6.

Муркаш районӗ 65 ҫул тултарнӑ уява ирттерме ятарлӑ йышӑну кӑларнӑ, мероприятисен планне те йышӑннӑ. Ҫак план тӑрӑх тӗрлӗ мероприятисем ирттерме палӑртнӑ. Ҫак ӗҫсем мӗнле пурнӑҫланса пыни ҫинчен тӗплӗнрех район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ - культура пайен ертӳҫи А. Е. Андреева каласа парать.

Район юбилейне халалласа кӗнеке кӑларма палӑртнӑ. Пирӗн района йӗркеленӗренпе кашни отрасль мӗнле аталаннине хӑш-пӗр предприятисемпе уйрӑм ҫынсен кун-ҫулӗсем, ҫитӗнӗвӗсем урлӑ уҫса парасшӑн.

Кунсӑр пуҫне район 65 ҫул тултарнине халалласа пултарулӑх коллективӗсем хушшинче «Чечеклен, юратнӑ Муркаш ен!» фестиваль – конкурс иртет. Ҫӗнтерӳҫӗсем хӑйсен пултарулӑхне уяв кунӗнче К. В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн сцени ҫинче кӑтартма тивӗҫ пулӗҫ.


Лизакова Р. М. Ялти клубсен малашлӑх пур-и? / Роза Михайловна Лизакова // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. – 2009. – 21 март (№ 23 - 24). – С. 1, 2. – (Мартӑн 25-мӗшӗнче – Культура ӗҫченӗсен кунӗ).

Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗнче ял культурине ӳстересси ҫине питӗ пысӑк тимлӗх уйӑрӗҫ. Нумаях пулмасть вырӑнсенче тӗслӗх библиотекӑсем йӗркелени ку сферӑна пахалӑх тӗлӗшпе пысӑкрах шая ҫӗклеме пачӗ. Библиотекӑна ҫӳрекенсен шучӗ те ӳсрӗ, вӗсем пурнӑҫлакан услугӑсен тӗсӗсем те йышланчӗҫ.

Халӗ ялти клуб учрежденийӗсене модернизацилес, вӗсене нумай профиллӗ культурӑпа социаллӑ центрсем тӑвас енӗпе ӗҫсем пыраҫҫӗ. Унта курма пыракансем, кружоксене тата пултарулӑх коллективӗсенче ӑсталӑха туптакансем хӑйсене хӑтлӑ туйма пултарччӑр.

Павлова, Л. Муркашсен опытне ырларӗҫ / Л. Павлова // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. - 24 январь (№ 6). - С.1, 2. - (Министерство кунӗнчен).

Январь уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Муркаш районӗнче Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политики тата архив ӗҫӗсен министерствин кунӗ иртрӗ.


Библиотекӑсем
Андреева, Н. Район юбилейне паллӑ тӑватпӑр / Н. Андреева // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. - 14 февраль (№ 12). - С. 6. - (Муркаш районӗ 65 ҫул тултарнӑ май).

Муркаш районне йӗркеленӗренпе 65 ҫул ҫитнине халалласа Чуманкасси тата Сосновка ял библиотекисенче "Муркаш районӗнчи ҫыравҫӑсемпе таврапӗлӳҫӗсем" ятлӑ электронлӑ кӗнекене пахаланӑ.


Димитриева, Э. «Муркаш районӗн ҫыравҫисемпе таврапӗлӳҫисем» / Э. Димитриева // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. – 14 март (№ 21). – С. 2. – (Района йӗркеленӗренпе – 65 ҫул).

Муркаш районӗ йеркеленнӗренпе 65 ҫул ҫитнине халалласа Муркашри тӗп библиотека «Муркаш районӗн ҫыравҫисемпе таврапӗлӳҫисем» электронлӑ кӗнеке пухса хатӗрлерӗ. Вӑл икӗ пайран тӑрать: «Ҫыравҫӑсем» тата «Таврапӗлӳҫӗсем». Хальлӗхе унта Муркаш районӗнчен тухнӑ 17 ҫыравҫа кӗртнӗ: Е. В. Владимиров, И. Г. Григорьев, А. П. Данилов, О. Прокопьев т. ыт. те. Кӗнекен тепӗр пайӗ Муркаш тӑрӑхӗнчи таврапӗлӳҫӗсен пултарулӑхӗпе паллаштарать: Н. В. Никольский, Л. П. Сергеев, Е. Е. Ерагин, Н. Л. Яковлев, И. Д. Вязов. Вӗсен ӗҫӗсем район историйӗшӗн питӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Электронлӑ кӗнекене библиографи списокне те кӗртнӗ, унта тӗрлӗ мероприятисен сценарийӗсемпе презентацисем те вырӑн тупнӑ.

Димитриева, Э. 139 кӗнеке вулакана кӗтет / Э. Димитриева // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. – 14 март (№ 21). – С. 6. – (Конкурс).

Муркаш районӗнчи библиотека ӗҫченӗсем чи лайӑх вулакан кӗнекен авторӗпе чи

нумай вулакана тупса палӑртас тӗллевпе Чӑваш наци библиотеки йӗркеленӗ «Ҫулталӑкри чи лайӑх вуланакан кӗнеке» конкурса хутшӑнма йыхравлаҫҫӗ. Конкурса 2007 ҫулта пичетленсе тухнӑ139 кӗнеке тӑратнӑ. Вӑл тӗрлӗ номинаципе иртет.
Димитриева, Э. "Чечеклен, мухтавлӑ Муркаш ен!" / Э. Димитриева // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. - 4 февраль (№ 9). - С. 2. - (Района йеркеленӗренпе 65 ҫул ҫитнӗ май).

Муркаш районӗнчи библиотека ӗҫченӗсем район юбилейне хатӗрленсе тӗрлӗ краеведени материалӗсене пухса халӑх умне кирлӗ пек илсе ҫитерме тӑрӑшаҫҫӗ. Ял тӑрӑхӗсем хушшинчи библиотекӑсем паллӑ ҫынсем ҫинчен «Истори тӗкӗрӗ» документлӑ куравсем, «Тӑван ен, савнӑ ен» фото куравсем йӗркеленӗ. Районти тӗп библиотекӑра Муркаш районӗн паллӑ ҫыравҫисем ҫинчен электронлӑ кӗнеке кӑларас ӗҫ пырать, ача-пӑча библиотекисенче «Тӑван ҫӗртен пахи ҫук» ӳкерчӗксен конкурсӗ иртет. Муркашри тӗп библиотекӑра "Чечеклен, мухтавлӑ Муркаш ен!" кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Палӑртнӑ мероприятисен тата куравӑн тӗллевӗ - халӑхӑн ӑслӑлӑх пуянлӑхне упраса хӑварасси тата унпа ҫамрӑк ӑрӑва тивӗҫлӗ воспитани парса ҫитӗнтересси.


Королькова Т. Ялти культура вучахӗсем ялкӑшччӑр / Т. Королькова // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. – 25 март (№ 25). – С. 2. – (Паян культура ӗҫченӗсен кунӗ).

Муркаш район библиотекисенче хӑй ӗҫне чунтан юратакан ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ теме пулать, мӗншен тесен районта пулса иртекен пӗр мероприяти те библиотекарьсӗр иртмест. Муркаш районӗ йӗркеленнӗренпе 65 ҫул ҫитнине халалласа Муркашри тӗп библиотека «Моргаушский район: история и современность» библиографи указателӗ хатӗрлерӗ, кунта Муркаш районӗ ҫинчен каланӑ материалсене пухса кӗртнӗ. Краеведени материалӗсене упраса хӑварас тӗллевпе Муркашри тӗп библиотека ӗҫченӗсем «Муркаш районӗн ҫыравҫисемпе таврапӗлӳҫисем» электронла кӗнеке хатӗрлерӗ. Тивӗҫлипех хакларӗҫ ку ӗҫе Шупашкарти К. В. Иванов ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх академии драма театрӗнче иртнӗ район кунне уявлама пухӑннӑ хӑнасем.


Лукина, С. Юратакансен кунне халалласа / С. Лукина // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. - 21 февраль (№ 14 - 15). - С. 2. - (Ҫамрӑксен ҫулталӑкӗнче).

Муркашри тӗп библиотекӑра февралӗн 14-мӗшӗнче Юратакансен кунне халалласа "Ҫамрӑк ҫемье" клуб членӗсем валли кану каҫӗ иртрӗ.


Максимова М. Паянхи пурнӑҫа сӑнланӑ / М. Максимова // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. – 14 март (№ 21). – С. 2. - (Паян – Культура ӗҫченӗсен кунӗ).

Кашмаш ялӗнчи библиотекӑра вӑй хуракан О. А. Семенова пулӑшнипе чӑвашла тухакан ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллашма тӑрӑшатӑп. Юлашки вӑхӑтра тухнӑ ҫӗнӗ произведенисен хушшинче пуринчен ытларах Сергей Павлов ҫырнӑ «Тан таппи кӗнеке» чуна пырса тиврӗ. Автор кашни вулакан чунне тивме пултаракан произведенисем ҫырма пултарать.


Николаева, Н. Ыттисемшӗн ырӑ тӗслӗх : [Фото] / Н. Николаева ; автор сӑн ӳкерчӗкӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ . - 2009. - 28 январь (№ 7). - С. 1. - (ЧР Президенчӗн стипендиачӗсем).

Ирина Алексеевна Николаева Муркашри ял тӑрӑхӗсем хушшинчи тӗп библиотекӑн информаципе библиографи секторӗн ертӳҫи Чӑваш Республикин Президенчӗн стипендине тивӗҫнӗ


Степанова, Т. Ҫӗнӗ ҫулта – ҫӗнӗ тӗллевсем / Т. Степанова // Ҫӗнтерӳ ялавӗ - 2009. - 31 январь (№ 8). - С. 6. - (Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗ).

Муркаш районӗнчи библиотекӑсем – ҫӗр ӗҫченӗсене ял библиотекисене килсе курма йыхравлаҫҫӗ. Паян ял библиотекисем 15-20 тӗслӗ хаҫат-журналтан кая мар ҫырӑнса илеҫҫӗ, тӗрлӗ информаци енчен пуянлансах пыраҫҫӗ, Интернет сечӗ урлӑ тӗнче шайӗнчи паха опытпа паллашма та майсем пур, ӳркенмелле мар кӑна.




Федорова С. Алӑ усса лармаҫҫӗ / С. Федорова // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. –25 март (№ 25). – С. 2. - (Паян – Культура ӗҫченӗсен кунӗ).

Ҫатракассисем кирек епле уява та пӗрле пухӑнса ҫавра сӗтел хушшинче ирттерме ялти библиотекӑна ҫул тытаҫҫӗ. Кунта ӗҫлекен В. П. Конузина вӗри чейпе хӑналать, ҫӗнӗ хаҫат журналпа паллаштарать.

Хӗрарӑмсен пӗтӗм тӗнчери кунне те пухӑнчӗҫ ялти хӗрарӑмсем библиотекӑна: савӑнӑҫлӑ концерт та, парнесем те пулчӗҫ уявра.
Шапошников В. Кӗнекепе туслӑ пулма вӗрентеҫҫӗ / В. Шапошников ; сӑн ӳк. авторӑн // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. – 25 март (№ 25). – С. 1. – (Паян – Культура ӗҫченӗсен кунӗ).

Сӑн ӳкерчӗкре районти ача-пӑча библиотекинче вӑй хуракан Т. В. Шурнеева библиотекарь, Е. И. Налимова библиотека заведующийӗ тата М. М. Скворцова методист. Кунта кашни пыракана ӑшӑ кӑмӑлпа кӗтсе илеҫҫӗ вӗсем, май пур таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ.


Клубсем


Васкассинче – база Культура ҫурчӗ // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. - 4 февраль (№ 4). - С. 1. - (Культура ).

Муркаш районӗнче январӗн 30-мӗшӗнче Ваҫкасси ялӗнче модернизациленӗ Культура сурчӗ уҫӑлчӗ.


Голубева, Г. Пурте пӗрле савӑнчӗҫ / Г. Голубева // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. - 14 январь (№ 3). - С. 2.

Москакасси Культура ҫуртӗнче ачасемпе Ҫӗнӗ ҫул уявӗ иртрӗ.


Голубева, Г. Савӑнма вӑхӑт тупатпӑр / Г. Голубева // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. - 18 февраль (№ 13). - С. 2. - (Фестиваль).

Муркаш районне йӗркеленӗренпе 65 ҫул ҫитнине тата Ҫӗр ӗҫченӗсен ҫулне халалласа Москакассинчи Культура ҫуртӗнче фестиваль пулса иртрӗ.


Голубева, Г. Уявсене уяв пек ирттеретпӗр / Г. Голубева // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. - 14 февраль (№ 12). - С. 2. - (Культура хыпарӗсем).

Москакасси тӑрӑхӗнче Афганистан ҫӗрӗнчен пирӗн ҫар чаҫӗсене илсе тухнӑранпа 20 ҫул ҫитнине паллӑ турӗҫ. Москакасси Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Шуҫӑм» юрӑпа ташӑ халӑх ансамблӗ концерт лартса пачӗ.



Голубева, Г. Чӗре ӑшшиллӗ кану каҫӗсем / Г. Голубева // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. - 18 март (№ 22). - С. 2. - (Уяв куне халалласа).

Мартӑн 8-мӗшне – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунне халалласа Москакасси Культура ҫуртӗнче тӗрлӗ мероприятисем иртрӗҫ: мартӑн 4-мӗшӗ - тӗрлӗ ӑрури хӗрарӑмсене халалласа кану каҫӗ, мартӑн 5-мӗшӗ -Тойкилтӗри Культура ҫурчӗ ҫуменчи «Хӗлхем» эстрада ушкӑнӗ концерт лартса пачӗ, мартӑн 6-мӗшӗ - «Шуҫӑм» юрӑпа ташӑ ушкӑнӗ уяв ирттерчӗ, мартӑн 7-мӗшӗ - ҫамрӑк мӑшӑрсен «Кил ӑшши» клубӗ ҫавра сӗтел тавра пуҫтарӑнчӗ, мартӑн 8-мӗшӗ - «Ай-хай, маттур хӗрсем!» савӑнҫлӑ уяв конкурсӗ иртрӗ.


Голубева, Г. Юрату каҫне ирттертемӗр / Г. Голубева // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. - 21 февраль (№ 14-15). - С. 2..

Февралӗн 14-мӗшӗнче Москакасси Культура ҫуртӗнче ҫамрӑксем валли «Юрату каҫӗ» пулчӗ. 4 ҫамрӑк мӑшӑр хушшинче тӗрлӗрен конкурссем иртрӗҫ, конкурссенче юрату ҫӗнтерчӗ, пурне те пӗр пек парнесем парса чысларӗҫ.


Иванов, В. Ваҫкассинче те база культура учрежденийӗ / В. Иванов // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. - 14 февраль (№ 12). - С. 2. - (Культура хыпарӗсем).

Уйкас Янасал ял тӑрахӗнче модернизациленӗ культура учрежденине - Ваҫкассинчи Культура ҫуртне уҫрӗҫ.


Кондукторова Н. «Эпир юрламасан, камсем юрлӗҫ?» / Н. Кондукторова // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. - 18 март (№ 22). - С. 2. – (Культура хыпарӗсем).

Мӑн Токшикри Культура ҫурчӗ ҫумӗнчи халӑх ятне тивӗҫнӗ «Тӑванлӑх» фольклор ушкӑнӗ хӑйӗн юрри – ташшипе Ҫурлатрисене савӑнтарчӗ. «Асаттесен, асаннесен юррисене эпир юрламасан, камсем юрлӗҫ-ха?» - теҫҫӗ Мӑн Токшиксем. Ушкӑнӑн шӑнӑрӗ - пӗр тӑван Егоровсен, Андреевсен ҫемьисем илемлӗ юрлаҫҫӗ те, ташлаҫҫӗ те. Артистсенчен те иртереҫҫӗ тесе хак пачӗҫ Ҫурлатрисем.


Николаева, Н. Пӗрле чух яланах хавас / Н. Николаева // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. - 14 февраль (№ 12). - С. 6. - (Культура хыпарӗсем).

Чуманкассинчи Культура ҫуртӗнче Хӗрарӑмсен уявне халалланӑ конкурс иртрӗ. Малтанах ял тӑрӑхӗн ертӳҫи Л. Г. Ковалӗва, ветерансен канашӗн ертӳҫи З. Н. Кадыкова, хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи тата ял библиотекарӗ З. И. Иванова саламларӗҫ. Конкурсра 4 ялти хӗрарӑмсен команди хутшӑнчӗ, весем пурте пултаруллӑ пулчӗҫ, парнесене тивӗҫрӗҫ.



Павлова, Л. Муркашсен опытне ырларӗҫ / Л. Павлова // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. - 24 январь (№ 6). - С. 1, 2. - (Министерство кунӗнчен).

Январь уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Муркаш районӗнче Чаваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен, информаци политики тата архив ӗҫӗсен министерствин кунӗ иртрӗ]



Музейсем
Николаева, Н. Хулара ҫуралнӑ, ялта телей тупнӑ / Н. Николаева. - (Мартӑн 8 - мӗшӗ - Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ) // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. - 2009. - 7 март (№ 19). - С. 6.

Муркаш районӗнчи Ваҫкасси ялӗнче пурӑнакан Елена Николаева тӗрӗҫӗн Муркашри историпе краеведени музейӗнче чаплӑ выставка уҫӑлчӗ.

Т. Иванова библиограф хатӗрленӗ

Муркаш районӗнчи культура учрежденийӗсем пичетре
(2009 ҫулхи II квартал)
Культура
Андреева, А. Пӗр кун та уяв мероприятийӗсемсӗр иртмӗ / А. Андреева // Ҫӗнтерӳ ялавӗ : Моргаушская районная газета. – 2009. – 22 апреля (№ 33). - С. 1. – (Уявсем умӗн).

Ҫитес кунсем уявсемпе пуян. Вӗсене халалласа район шайӗнче сахал мар мероприятисем иртӗҫ: апрелӗн 24-мӗшӗ - Чӑваш чӗлхи кунӗ, майӑн 1-мӗшӗ -Ҫуркуннепе ӗҫ уявӗ, майӑн 9-мӗшӗ - Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗ. Ҫак мероприятисене культура ӗҫченӗсем анлӑн хутшӑнӗҫ.


Библиотекӑсем
Горланова В. Пӗр-пӗрне ӑнлансан пурӑнма ҫӑмӑлрах / В. Горланова // Ҫӗнтерӳ ялавӗ : Моргаушская районная газета. - 2009. - 8 апреля (№ 29). - С. 4. – (Редакци почтинчен).

Муркашри куҫ курманнисен обществин членӗ В. Горланова обществӑн ӗҫӗ-хӗлӗ тата Муркашри тӗп библиотекӑра ӗҫлекенсем тӗрлӗ хаҫат-журналпа, ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарни ҫинчен ҫырса кӑтартать.


Димитриева, Э. Мӑн кун уявӗ / Э. Димитриева // Ҫӗнтерӳ ялавӗ : Моргаушская районная газета. - 2009. - 18 апреля (№ 32). - С. 5. - (Ӗненекенсене пӗлме).

Мӑн кун уявне халалласа ака уйӑхӗн 14 -15 -мӗшӗсенче Муркаш районӗнчи библиотекӑсенче шкул ачисем валли "Аслӑ Мӑн кун" ятлӑ православи сехечӗсем иртрӗҫ.


Димитриева, Э. Чӗвӗлти чӑваш чӗлхи [Текст] / Э. Димитриева // Ҫӗнтерӳ ялавӗ : Моргаушская районная газета. - 2009. - 30 апреля (№ 35). - С. 2. - (Чӑваш чӗлхи кунӗнчен).

Муркашри Культура ҫуртӗнче чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ уявра Муркашри тӗп библиотека "Чӗлхем, эс чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ" кӗнеке куравӗпе тата тӗрлӗ презентацисемпе паллаштарчӗ.


Конузина, В. "Библиотекӑна кӗнеке парнеле" [Текст] / В. Конузина // Ҫӗнтерӳ ялавӗ : Моргаушская районная газета. - 2009. - 10 июня (№ 46).

Муркаш районӗнчи Ҫатракассинчи ял библиотеки йӗркеленӗ "Библиотекӑна кӗнеке парнеле" акцие вулакансем активлӑ хутшӑнчӗҫ.


Королькова, Т. Пурнӑҫпа тан пыраҫҫӗ [Текст] / Т. Королькова // Ҫӗнтерӳ ялавӗ : Моргаушская районная газета. - 2009. - 27 мая (№ 42). - С. 1, 4.

Муркаш районӗнчи библиотекӑсем ҫынсен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерме тӑрӑшаҫҫӗ, ун валли мӗн кирли пӗтӗмпех пур: компьютерсем тата офис техники, ҫӗнӗ кӗнекесемпе дисксемпе пуянлансах пыраҫҫӗ библиотекасем. Муркашри тӗп библиотека 60 тӗрлӗ хаҫат-журнал ҫырӑнса илет.

Ҫӗнӗ вулакансене явӑҫтарас, вулассин пӗлтерӗшне ӳстерес тесе библиотекасем тӗрлӗ культурӑпа маcсӑллӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ.


Королькова Т. Хӑйӗн кӗнекипе паллаштарчӗ / Т. Королькова // Ҫӗнтерӳ ялавӗ : Моргаушская районная газета. - 2009. - 1 апреля (№ 27). - С. 2. - (Культура хыпарӗсем).

Мартӑн 27-мӗшӗнче Муркашри ял тӑрӑхӗсем хушшинчи тӗп библиотекӑра лицейра вӗренекенсем литерторпа, журналистпа Муркаш районӗнчи Ҫӗнӗ Шоккӑн ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Валерий Петровскийпе тӗл пулчӗҫ. Автор хӑйӗн ҫӗнӗ проекчӗпе – «UNTER den LINDEN или Темные истории» аудиокӗнекипе паллаштарчӗ. Библиотекарьсем Валерий Владимировичӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен слайдсем кӑтартрӗҫ.

Кӗнеке презентацийӗ Мӑн Сӗнтӗрти культурӑпа кану центрӗнче те иртнӗ. Презентаци вӑхӑтенче библиотекӑра автор пӗр класра, пӗр курсра вӗреннисемпе, тӑван ял ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Ун пирки Мӑн Сӗнтӗрти тӗслӗх библиотека заведующийӗ С. Соколова пӗлтернӗ.

Краснова, В. Ҫемьерен пуҫланать пӗтӗмпех / В. Краснова // Ҫӗнтерӳ ялавӗ : Моргаушская районная газета. - 2009. - 23 мая (№ 41). - С. 2. – (Ҫемье кунне халалласа).

Майӑн 15-мӗшӗнче Мӑн Сӗнтӗрти культурӑпа кану центрӗнче Ҫемье кунне паллӑ турӗҫ. Уявра Мӑн Сӗнтӗр чиркӗвӗн настоятелӗ Игнатий атте тасалӑха упрасси, сӑра-эрехрен сыхланмалли, ачасене упрамалли ҫинчен каларӗ. Ҫемьесене культурӑпа кану центрӗн директорӗ И. М. Зайцев, библиотека заведующийӗ С. Г. Соколова, «Сундырь-хлеб» ООО директорӗ Л Г. Ильгечкин саламларӗҫ. Библиотека специалисчӗсем Т. Н. Ефимова тата М. В. Лаптева ертсе пынипе ӑмӑртусемпе вӑйӑсем те пулчӗҫ.


Максимова, Л. Ял ҫинче ҫутаттӑр "ҫӗнӗ ҫӑлтӑр" [Текст] / Л. Максимова // Ҫӗнтерӳ ялавӗ : Моргаушская районная газета. - 2009. - 13 мая (№ 38). - С. 2. - (Пултарулӑх ӗҫченӗсем).

Муркаш районӗнчи Атапай ялӗнчи вӗрентӳпе культура центрӗнче Ю. И. Ковалӗвӑн "Асамлӑ вырӑнсем" кӗнекин презентацийӗ иртрӗ


Николаева, М. Пултаруллӑ ҫемьесене чысларӑмӑр / М. Николаева // Ҫӗнтерӳ ялавӗ : Моргаушская районная газета. - 2009. - 23 мая (№ 41). - С. 2. – (Ҫемье кунне халалласа).

Тойкилтӗ ялӗнчи библиотекӑра майӑн 15-мӗшӗнче Ҫемье кунне паллӑ турӗҫ. Библиотека заведующийӗ М. А. Николаева хӑйӗн сӑмахӗнче ҫемье вырӑнӗ ҫинче чарӑнчӗ, Владимир Солоухинӑн «Под одной крышей» калавӗпе паллаштарчӗ. Хорнуй ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В. А. Любимова ял тӑрӑхӗн территорийӗнчи ҫемьесен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗ, Тав ҫырӑвӗсемпе кӗнекесем парса чысларӗ.


Павлова, Т. Вулама сӗнетӗп / Т. Павлова // Ҫӗнтерӳ ялавӗ : Моргаушская районная газета. - 2009. - 1 апреля (№ 27). - С. 4.- (Редакци почтинчен).

Чуманкасси ял библиотекин библиотекарӗ Зоя Ивановна Иванова вулакансене ҫӗнӗ кӗнекесемпе паллаштарать, вулама сӗнет.

Ҫак статья авторӗ библиотекарь сӗннӗ кӗнекесене вуласа тухнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ туйӑмсемпе паллаштарать, кӗнекесене вулама сӗнет.
Чӗлхесӗр халӑх - чӗресӗр халӑх [Текст] / Мӑн Сӗнтӗр библиотекинче ӗҫлекенсем // Ҫӗнтерӳ ялавӗ : Моргаушская районная газета. - 2009. - 16 мая (№ 39). - С. 2. - (Тӑван чӗлхене хисеплесе).

Муркаш районӗнчи Мӑн Сӗнтӗрти библиотека ӗҫченӗсем чӑваш чӗлхи кунне халалласа "Чӗлхем, эс чӗрӗлӗх ҫӑлкуҫӗ" ятлӑ презентаци ирттернӗ.


Клубсем
Сазонова, С. Ял пултаруллӑ ҫынсемпе пуян [Текст / С. Сазонова // Ҫӗнтерӳ ялавӗ : Моргаушская районная газета. - 2009. - 8 апреля (№ 29). - С. 3. - (Ҫӗр ӗҫченӗн ҫулталӑкӗнче).

Мартӑн 20-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Шомик ялӗнчи Культура ҫуртӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ агрономӗн, Раҫҫей Федерацийӗн писательсен союзӗн членӗн, А. Талвир ячӗпе хисепленекен литература премийӗн лауреачӗн Леонид Федорович Фадеевӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ.



Музейсем
Романова, Е. Япаласен ӗмӗрне музейра тӑсӑпӑр [Текст] / Е. Романова // Ҫӗнтерӳ ялавӗ : Моргаушская районная газета. - 2009. - 23 мая (№ 41). - С. 4.- (Культура ыйтӑвӗсемпе).

Муркашри историпе краеведени музейӗнче "Ҫӑкӑр - пуҫ, ҫемье - пуҫламӑш" ятпа иртнӗ мероприятире ачасене килти условисенче ҫӑкӑр пӗҫерме вӗрентрӗҫ.


Смирнова, Н. Ӗмӗрсене ҫыхӑнтаракан вӑчӑра / Надежда Смирнова // Хыпар. – 2009. – 16 май ( № 92 / 93). – С. 5. – (Культура : хушма кӑларӑм / кӑларӑма Надежда Смирнова хатӗрленӗ ; № 5).

Муркаш районӗн историпе тавра пӗлӳ музейӗ пирӗн истори, культура пурлӑхне ҫеҫ мар, чун еткерлӗхне те упраса хӑварас тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫлет. Ӑна пиллӗкмӗш ҫул Е. В. Романова ертсе пырать. Халӗ музейра «Ҫӗр – пирӗн сӑпка» ятарлӑ курав ӗҫлет. Музей ҫумӗнче «Ал ӗҫ ӑсти» клуб тата «Ҫамрӑк тавра пӗлӳҫӗ» кружоксем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫывӑх вӑхӑтрах чӑваш тӗрри енӗпе тепӗр кружок ӗҫлеме пуҫлӗ.




Т. Иванова библиограф хатӗрленӗ
скачать файл



Смотрите также:
Муркаш районӗнчи культура учрежденийӗсем пичетре (2009 ҫулхи I квартал) Культура
130.71kb.
Советская культура
439.35kb.
Культура первобытного общества
134.25kb.
Шигирская культура археологическая культура эпохи мезолита и раннего неолита (5-3 тыс до н э.) Среднего Урала и в Зауралья. Своё название получила по находкам из Шигирского торфяника
11.14kb.
Культура в Интернете. Интернет-культура
472.33kb.
Семинарских занятий по дисциплине «Культурология» Тема Структура и состав современного культурологического знания. Понятие «культура», «религия»,
48.24kb.
14. Политическая культура
13.15kb.
Новая литература Краеведение: Амосов
82.21kb.
1 Физическая культура в общекультурной и профессиональной подготовке студентов
656.2kb.
К 61 Духовно-нравственная культура: учебно-методическое пособие для образовательных учреждений. Омск : боудпо «ирооо», 2009. 115 с
1864.77kb.
1 октября Международный день пожилых людей. Физическая культура в пожилом возрасте
42.54kb.
Цели и задачи дисциплины
369.56kb.